Урал сасси
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
18 Мартӑн , 11:45

Арçын хăйĕн амăшне йышăнман

Мияки районĕнче пурăнакан арçын кил-çуртри харкашăва пула хăйĕн амăшне пĕлсе тăрса алă лаппипе темиçе хут тĕрлĕ вырăнтан çапнă. Çакăн хыççăн кинемейĕн çапнă вырăнĕсем ыратнă, учĕ суранланнă, юнлă шăйрăлчăк та тупăннă. Анчах та сывлăхне сиен кÿмен. Çак пăтăрмах пирки ĕç суда çитнĕ, «хĕнени» статьяпа административлă ĕç пуçарнă.

Арçын хăйĕн амăшне йышăнман
Арçын хăйĕн амăшне йышăнман

Арçын хăйĕн айăпне йышăннă, çав вăхăтрах шар курнă хĕрарăм уншăн малашне никам та мар тесе пĕлтернĕ. Ăна амăшĕ кирлĕ мар пулса тухнă, вăл ăна хăйĕн амăшĕ пек йышăнмасть иккен. Судра ĕçе уçăмлатнă чухне арçын урăх нимĕнех те ăнлантарса парайман.

Мировой судья арçын айăплă тесе йышăну тунă, 10 талăка хупса усрама приговор йышăннă. Постановленине никам та тепĕр хут пăхса тухман, вăл вăя кĕнĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: