Урал сасси
+21 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
23 Мартӑн , 09:25

Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç

Мускав облаçĕнче пурăнакансемпе пĕрле теракта пула пĕрле хурланнă май республика Пуçлăхĕ Радий Хабиров йышăннипе регионта март уйăхĕн 23-24-мĕшĕсенче мĕнпур йăпану-киленÿ мероприятийĕсене йĕркелеме чарнă.

Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç
Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç

«Маларах туяннă билетсене каялла кассăсене тавăрса парасси е спектакль, концерт тата кану мероприятийĕсене урăх куна куçарни çинчен культура учрежденийĕсен сайчĕсенче пĕлме пулать»,-  тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан культура министрĕ Амина Шафикова.

Аса илтеретпĕр, ĕнер, март уйăхĕн 22-мĕшĕнче, каçхине Мускав облаçĕнчи Красногорск хулинчи «Крокус Сити Холл» концерт залĕнче взрыв пулнă. Унта эрне кун «Пикник» ушкăнăн концерчĕ пынă чухне камуфляж тăхăннă çынсем автоматсенчен пеме тытăннă. Çавна пула пушар тухнă. Тĕрлĕ çăлкуçсем пĕлтернĕ тăрăх, пăтăрмах вăхăтĕнче 40 çын вилнĕ, 100 çынна яхăн аманса суранланнă.

ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров вилнисемшĕн кулянса вĕсен çемйисемпе пĕрле хурланнине пĕлтернĕ.

Сăмах май, паян, март уйăхĕн 23-мĕшĕнче,  Мияки районĕнчи Çĕнĕ Хурамалта Карина Алексеева юрăçăн концерчĕ иртмеллеччĕ. Шел пулин те, уяв каçне урăх куна куçарнă, ун çинчен каярах хыпар пулĕ.

Юрий СНЕГОПАД.

Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç
Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç
Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç
Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç
Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç
Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç
Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç
Мускав облаçĕнчи теракта пула Пушкăртстанра йăпану-киленÿ мероприятийĕсене ирттермĕç
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: