Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пăтăрмах
4 Апрелӗн , 11:40

«Ауди» çăмăл машинăна шыв илсе кайнă: пассажирсем йывăç çине хăпарнă

Пушкăртстанри 112-Системăна Кушнаренково районĕнчи Матвеево ялĕ çывăхĕнчи Чермасан çырми çырантан тухнă пирки хыпар килсе çитнĕ. Çурхи шыв çула ватса кайнă, «Ауди» машинăна кювета илсе пăрахнă.

«Ауди» çăмăл машинăна шыв илсе кайнă: пассажирсем йывăç çине хăпарнă
«Ауди» çăмăл машинăна шыв илсе кайнă: пассажирсем йывăç çине хăпарнă

Пассажирсем хăйсем тĕллĕн машинăран тухнă, çывăхра ÿсекен йывăç çине хăпарнă, пулăшу кĕтнĕ. Пăтăрмах сиксе тухнă вырăна Инкеклĕ лару-тăру министерствин республикăри патшалăх комитечĕн хăтаруçисем килсе çитнĕ. Автомобильре çулланă мăшăр тата вĕсен 14 çулхи мăнукĕ пулнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: