Урал сасси
+19 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Пăтăрмах
8 Апрелӗн , 09:55

Шаран районĕнче пулăç путса вилнĕ

Иртнĕ канмалли кунсенче Раççейри Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстан Республикинчи управленине Шаран рйонĕнчи Анат Заитово (Нижнее Заитово) ялĕнчи пĕвере 1979 çулта çуралнă арçын путни çинчен хыпар çитнĕ. Вăл пулă тытнă чухне пăр айне анса кайнă иккен. Малтанах çакна асăрханă çынсем арçынна пулăшма та хăтланса пăхнă, анчах та çăлса хăварайман.

Шаран районĕнче пулăç путса вилнĕ
Шаран районĕнче пулăç путса вилнĕ

ПР Инкеклĕ лару-тăру комитечĕн Туймазă хулинчи шыравпа çăлав ушкăнĕ путнă çыннăн ÿтне шывран кăларассипе ĕçсем туса ирттернĕ, кăшт вăхăт иртсен ăна тупнă, çиеле кăларнă. Ун хыççăн çăлавçăсем вилнĕ çын ÿтне йĕрке хуралçисен аллине панă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: