+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Туймазăри Земснаряд кÿллинче арçын ÿтне тупнă. Вăл та кам пулнине уçăмлатаççĕ.
Иглин районĕнчи Тикеево ялĕ çывăхĕнчи Сим юхан шывра 1987 çулта çуралнă арçын ÿтне тупнă. Вăл май уйăхĕн 22-мĕшĕнчех хыпарсăр çухалнă пулнă.
- Çынсен ÿчĕсене право йĕркине сыхлакан органсен ĕçченĕсен аллине панă, следстви мероприятийĕсем ирттереççĕ, пулса иртнин лару-тăрăвне тĕпчеççĕ, - ăнлантарса панă РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри управленинче.