Пăтăрмахăн тĕп сăлтавĕ Пушкăртстаншăн сайра хутра пулакан çутçанталăк пулăмĕ – торнада - шутланать. Çавра çил (смерч) питĕ хăватлă пулнă. Вăл пÿрт тат ытти объектсен тăррисене çеç илсе пăрахман, элетричество линийĕн бетон юписене шăрпăк пĕрчине хуçнă пек çурмалла татнă. Пурĕ 10 кВ тата 5кВ хăватлă линин 24 юпина йăвантарнă. Унсăр пуçне сывлăшра çакăнса тăракан электричество пăралукĕсене чылай вырăнта татнă тата юпасене тайăлтарнă.
Оперативлă диспечер службин ĕçченĕсем професси енчен ăста та пуçаруллă тăрăшнине пула инкек пулса иртнĕ хыççăн тепĕр 40 минутранах резервлă линипе потребительсем патне электроэнерги çитнĕ.
Хальхи вăхăтра Белорецкри электричество сечĕн ĕçченесем торнадо сиен кÿнĕ вырăна йĕркене кĕртеççĕ, вырăнта юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Çавра çил сиен кунĕ вырăнта 5 бригада, пурĕ 34 çын, ĕçлет тата 9 тĕрлĕ йышши ятарлă техника явăçтарнă.
Юрий СНЕГОПАД.