Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
14 Июнӗн , 12:10

Çул-йĕр инкекĕнче 20 çулхи водительпе унăн 19 çулхи пассажирĕ вилнĕ

Патшалăх автоинспекцийĕн ĕçченĕсем Шаран районĕнче вилĕмпе вĕçленнĕ аварин лару-тăрăвне тĕпчеççĕ.

Çул-йĕр инкекĕнче 20 çулхи водительпе унăн 19 çулхи пассажирĕ вилнĕ
Çул-йĕр инкекĕнче 20 çулхи водительпе унăн 19 çулхи пассажирĕ вилнĕ

Регионти Патшалăх автомобиль инспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, вилĕмпе вĕçленнĕ пăтăрмах июнь уйăхĕн 14-мĕшĕнче ирхи 4 сехетре Шаран-Новобалтачево-Андреевка автоçулăн 17 çухрăмĕнче сиксе тухнă.

Çирĕм çулхи çамрăк каччă водитель удостоверенийĕсĕр «Лада Приора» рулĕ умне ларнă. Машинăна тытса чарайман пирки кювета çаврăнса ÿкнĕ, электричество юпи çине пырса тăрăннă. Çапла майпа автомобиль çунма пуçланă.  

Çул-йĕр инкекĕнче водитель тата унăн 19 çулхи пассажир-хĕр  васкавлă медицина пулăшăвĕ килсе çитиччен вырăнта вилнĕ. Иккĕмĕр пассажира, 21 çулхи хĕре, тĕрлĕ йышши сурансемпе больницăна илсе çитернĕ. Пулăшу панă хыççăн килне янă.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: