Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
18 Июнӗн , 12:20

Аçа çиçĕм çапса 55 сурăх тата пĕр ĕне вилнĕ

Ĕнер, июнь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Абзелил районĕнче çанталăк алхаснă.

Аçа çиçĕм çапса 55 сурăх тата пĕр ĕне вилнĕ
Аçа çиçĕм çапса 55 сурăх тата пĕр ĕне вилнĕ

Вырăнта пурăнакансем пĕлтернĕ тăрăх, вăйлă çил темиçе çуртăн, çавăн пекех вĕрентÿ учрежденин тăррисене илсе пăрахнă. Телее, пăтăрмахра никам та шар курман.

 - Целинный ялĕнче пăр çуса пахча çимĕçсем пĕтнисĕр пуçне çуртсенчи сайдинг та ванчĕ, - каласа панă хăй куçĕпе курнă çын.

Унсăр пуçне Туишево ялĕнче аçа çиçĕм çапса 55 сурăх тата пăр ĕне вилнĕ. Телее, кĕтÿçĕ сывă тăрса юлнă.      

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: