Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
18 Июлӗн , 14:35

Виçĕ çамрăк леш тĕнчене ярса пуснă арçынна çăлса хăварнă

Ĕнер, июль уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Шаран районĕнчи Нартастă ялĕ çывăхĕнчи шыв усравĕче (водохранилище) виçĕ çамрăк – 17 çулхи Даниил Тураев, 16 çулхи Максим Гришуков тата вун улттăри Айдар Хабиров 49 çулхи арçынна çăлса хăварнă. Социаллă сетьсенче пĕлтернĕ тăрăх, çамрăксем çыран хĕрринче каннă. Çав вăхăтра ÿсĕр арçын шыва кĕме пуçланине асăрханă. Вăл шалалла ишсе кĕнĕ те кĕтмен-туман çĕртен курăнми пулнă.

Виçĕ çамрăк леш тĕнчене ярса пуснă арçынна çăлса хăварнă
Виçĕ çамрăк леш тĕнчене ярса пуснă арçынна çăлса хăварнă

Çамрăксем пĕр шухăшласа тăмасăр шыв енне чупнă, шыва чăмса арçынна шырама пуçланă. Айдар темле майпа путнă çынна тумтирĕнчен ярса тытнă, ăна шыв çине сĕтĕрсе кăларнă та юлташĕсен аллине панă. Даниилпа Максим арçынна (вăл сывлама пăрахнă пулнă) çыран хĕррине илсе çитернĕ. Даниил ăна искусствăлла майпа сывлаттарма тăрăшнă, çав вăхăтра Максим 112 номер çине шăнкăравланă. Пилĕк минут хушшинче çамрăксем путнă çынна çĕнĕрен чун кĕртнĕ, медицина ĕçченĕсен аллине панă.

Даниил хальхи вăхăтра Туймазăри юрист колледжĕнче пĕлÿ илет, пĕрремĕш курс вĕренсе пĕтернĕ. Максипа Айдар - тăххăрмĕш класс ачисем. Вĕсем пурте Нартастăри шкула вĕренсе пĕтернĕ. Çамрăксем шывра путнă арçынна çăлса хăварма ОБЖ урокĕсенче илнĕ хăнăхусем пулăшрĕ тесе шутлаççĕ. Çак хăнăхусене вĕсене Марсель Гиниатуллин вĕрентекен панă имĕш.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: