Урал сасси
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
22 Июлӗн , 14:05

Вăйлă çумăрсем кĕпере юхтарса кайнă

Пушкăртстанра çĕрле вăйлă çумăр çунă пирки Ермеккей районĕнчи Нижние Карамалы ялĕнчи Карамалинка çырмари шыв шайĕ çĕкленнĕ. Çавна пулах ялти кĕпер татăлса аннă.

Вăйлă çумăрсем кĕпере юхтарса кайнă
Вăйлă çумăрсем кĕпере юхтарса кайнă

Унсăр пуçне сакăр çурт çумĕнчи территорие (вĕсенче 15 çын пурăнать) шыв илнĕ. Телее, çуртсене кĕмен. Халăха пĕлтернĕ. Вырăнта Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерствин оперативлă ушкăнĕ ĕçлет.

Ведомство пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, çуртсене шыв кĕрес хăрушлăх çук. Çаврăнса çÿремелли çулсем пур.

Июль уйăхĕн 22-мĕшĕн ирхи 9 сехет тĕлне çумăр çума чарăннă, территорисенчен шыв юхса кайнă. Районта инкеклĕ лару-тăруран асăрхаттарас тата ăна тĕп тăвас енĕпе ĕçлекен комиисси ларăвне ирттерме палăртнă.

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: