+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Вандаллă тĕслĕх Максютово ялĕнче пулса иртнĕ. Азат Сахабиев сăмахĕсем тăрăх, сăваплă вырăна карта тытса çавăрма халăх укçа-тенкĕ пухнă. Ялти пуçаруллă çынсем хăйсемех юсав ĕçĕсене пурнăçланă.
- Тискер ĕç пулса иртнĕ. Паллă мар çынсем 80 метр тăршшĕ профнастил карта вăрланă. Питĕ шел, аслисем-и, çамрăксем-и çакăн пек хăтланни паллă мар. Айăплисем тупăнасса, явап тытасса шанатпăр, - тенĕ Азат Сахабиев.