Салават районĕнче водитель сакăр сурăха таптаса кайнă. Регионти патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, пăтăрмах июлĕн 24-мĕшĕнче каҫхине пулса иртнĕ.
Водитель 8 сурӑха таптаса кайнă
«Лада Гранта» рулĕ умĕнче ларакан 38 çулти çын Кропачево – Месягутово - Ачит автоçулпа пынă май сурăх кĕтĕвне таптаса кайнă. Выльăхсем кĕтмен çĕртен çул çине чупса тухнă.
Çул-йĕр инкекĕнче автомобиль механика енчен сиенленнĕ, сакăр пуç выльăх вилнĕ.
- Чĕр чунсем ирĕклĕ çÿрени паллă. Хуçисене полици ĕçченĕсем шыраççĕ. Лару-тăрăва тĕпчес ĕç пуçланнă, - тесе пĕлтернĕ патшалăх автоинспекцийĕ.