Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
27 Июлӗн , 10:35

Пушкăртстанра вăйлă çумăр мĕнле районсене сиен кÿнĕ?

Республикăра вăйлă çумăр çăвасси малалла тăсăлать. ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитетĕнче çак хыпара пĕлтернĕ.

Пушкăртстанра вăйлă çумăр мĕнле районсене сиен кÿнĕ?
Пушкăртстанра вăйлă çумăр мĕнле районсене сиен кÿнĕ?

Пушкăртстанри «112» система тытăмне пурĕ çумăра пула ейÿ хăрушлăхĕ сиксе тухни çинчен пĕлтерекен 20 шăнкарав килсе çитнĕ. Çанталăк пăтăрмахĕсем 6 муниципалитетра пулса иртнĕ: Абзелил, Бурзян, Белорецк, Учалă, Нуриман районĕсенче тата Сибай хулинче.

Талăкра чи нумай шыв хăпарнине çак вырăнсенче сăнанă:

- Белорецк çывăхĕнчи Нура юхан шывĕ талăкра 112 см хăпарнă;

- Хайбулла районĕнчи Самарское ялĕ тĕлĕнче Таналык юхан шыври шыв 229 см çĕкленнĕ;

- Белорецк районĕнчи Ассы ялĕ çывăхĕнче Инзер юхан шывĕ 113 см хăпарнă;

- Белорецк районĕнчи Тирлян ялĕ çывăхĕнче Шуратăл юхан шывĕ 106 см çĕкленнĕ.

Пысăк шыв усравĕсенче (водохранилище) лару-тăру йĕркеллĕ, малтан çирĕплетнĕ йĕркепех ĕçлеççĕ.

Канмалли кунсенче çанталăк улшăнса тăмалла - çумăр тата шалкăм çумăр (ливень) çăвĕ. Çавна пула юхан шывсенче шыв шайĕ ÿсмелле.

Çанталăк меллĕ маррине пула республикăра пурăнакансемпе хăнасене аякри çула тухма, турист похочĕсене кайма, юхан шыв тăрăх кимĕсемпе ярăнма тăхтаса тăма ыйтатпăр.

Асăрхануллă тата тимлĕ пулăр! Йывăр та пăтăрмахлă лару-тăрăва лексен «112» телефонпа шăнкăравлăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас: