Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
5 Августӑн , 16:59

Талăк хушшинче вăрмансенче виçĕ çын çĕтсе кайнă

Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн Пушкăртстанри уйрăмĕ иртнĕ талăкра республикăн тĕрлĕ районĕсенче виçĕ çын çĕтсе кайни пирки систерет.

Талăк хушшинче вăрмансенче виçĕ çын çĕтсе кайнă
Талăк хушшинче вăрмансенче виçĕ çын çĕтсе кайнă

Çапла  Ермеккей ялĕнче 77 çулхи арçын вăрмана кăмпана тухса кайнă. Вăл вăрах вăхăт каялла таврăнманнипе кил-йышĕ пăшăрханма тытăннă, ăна шырама тухнă. Телее, мучие сывă тупнă.

Бирск районĕнчи Шамсутдин ялĕнче хĕрарăм çухалнă. Ăна полици ĕçченĕсем тупнă. Татăшлă районĕнчи тепĕр хĕрарăм Старый Курдым ялĕ çывăхĕнчи вăрмана кăмпа пуçтарма кайнă та каялла таврăнман. Телее, вăл килне çул тупма пултарнă.

Автор:Инга Алексеева
Читайте нас: