Каçхи 9 сехет тĕлне Кивĕ Белокатай ялĕнчи Школьная тата Советская урамсен тăваткалĕнче Свердлов облаçĕн 60 çулхи çынни «Ниссан Террано» рульне тытса чараймасăр автомобиле кювета йăвантарнă. Суранĕсем йывăр пулнипе водителĕн чĕри вырăнтах тапма чарăннă.
Иккĕмĕш пăтăрмах паян ирхине Салават районĕнче Кропачево - Месягутово - Ачит автоçулăн 38 çухрăмĕнче сиксе тухнă.
Регионти патшалăх автоинспекцийĕн информацийĕпе килĕшÿллĕн «ВАЗ 2110» рульне тытса пыракан 20 çулхи водитель, Кропачево енчен Месягутово ялĕ енне пынă май, çакăн йышши автомобиль çумне пырса тăрăннă.
- Çул-йĕр аваринче пĕрремĕш водитель тата унăн виçĕ пассажирĕ тĕрлĕ йышши сурансем туяннă. Тăратнă автомобилĕн 36 çулхи водителĕ вырăнтах вилнĕ, - тесе пĕлтернĕ ведомствăра.
Икĕ авари тĕлĕшĕпе те тĕрĕслевсем пуçарнă, пулса иртнин лару-тăрăвне тĕпчеççĕ.