Тĕлĕнмелле те, анчах 30 минут каялла вăрласа кайнă автомобиле полицин патрульпе пост службин ĕçченĕсем хула варринче асăрханă та чарнă. Руль умĕнче вырăнта пурăнакан 34 çулхи арçын ларнă.
Çамрăка лару-тăрăва уçăмлатма полици уйрăмне илсе çитернĕ, кунта вăл хăй закона хирĕçле ĕç туни çинчен каласа панă. Унсăр пуçне автомобиле вăрлакан ÿсĕр пулни çиеле тухнă, вăл ĕçлесе ларакан машинăна курнă та унпа ярăнса çÿреме шут тытнă иккен.
Уголовлă ĕç пуçарнă. Законпа килĕшÿллĕн çак преступленилле ĕçшĕн çамрăк арçынна 5 çул таранччен тĕрмене хупма пултараççĕ. Хальхи вăхăтра следстви пырать. Автомобиле штрафлав лапамне лартса хунă.
Юрий СНЕГОПАД.