Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
12 Ноябрӗн , 17:25

Пушарта çын вилнĕ

Кармаскалă районĕнчи Матруски ялĕнче, хăйĕн килĕнче, тĕтĕм тухнипе 1957 çулхи арçын вилнĕ.

Пушарта çын вилнĕ
Пушарта çын вилнĕ

Ноябрь уйăхĕн 3-мĕшĕнче пĕренесенчен хăпартнă çуртра стена йăсăрланни çинчен хыпар çитнĕ. Шăпах кÿрши пушар паллисене асăрханă.

Тинĕскÿл ял хутлăхĕнчи пушар командин пайташĕсем инкек сиксе тухнă вырăна килсе çитсен тĕтĕм тухнине асăрханă.

Çавăн пекех пÿртре диван та, килти япаласем те çулăмпа  сиенленнĕ пулнă. Пушар сÿнтерекенсем çавăнтах арçын виллине тупнă.

Пушар тухнин сăлтавĕ – пирус туртнă чухне асăрханусăр пулни. Кил хуçи пĕчченех пурăннă, эрехпе иртĕхнĕрен учетра тăнă. Çуртра пушара маларах систерекен автономлă прибор пулнă. Анчах А. гражданин тăтăшах батарейăсене кăлара-кăлара илнĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: