Урал сасси
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Пăтăрмах
14 Ноябрӗн , 14:55

Хăрушă аварире амăшĕпе кăкăр ачи вилнĕ

Пушкăртстанра хăрушă çул-йĕр инкекĕнче амăшĕпе кăкăр çитерекен ачин пурнăçĕсем татăлнă.  Патшалăх автоинспекци ĕçченĕсем епле ĕçленине тата пулса иртнин лару-тăрăвне уçăмлатма вырăна ПР патшалăх автоинспекци ертÿçи Владимир Севастьянов килсе çитнĕ.   

Хăрушă аварире амăшĕпе кăкăр ачи вилнĕ
Хăрушă аварире амăшĕпе кăкăр ачи вилнĕ

Çул-йĕр инкекĕ Пелепей-Николаевка-Туймазă автоçулăн 124 çухрăмĕнче пулса иртнĕ. Малтанхи кăтартусемпе килĕшÿллĕн «Лада Гранта» рульне тытса пыракан 26 çулхи хĕрарăм, Бакалăран Туймазă еннелле пынă май, хирĕçле çул çине тухса хирĕç килекен «Киа Спортейдж» çине пырса тăрăннă. Аварире «Лада» водителĕпе унăн çулталăкри пассажирĕ вырăнтах вилнĕ, «Киа» рулĕ умĕнче ларнă 35 çулхи водительпе унăн 64 çулхи пассажирне больницăна сурансемпе илсе çитернĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас: