-12 °С
Пӗлӗтлӗ
Роспотребнадзорăн Пушкăртстанри управленийĕ çирĕплетнĕ тăрăх, тимĕр татăкĕ какай ăшне шкулти апат хатĕрлекен производство цехĕнче лекнĕ.
Пăтăрмах пулса иртнĕ хыççăн вĕренекен çийĕнчех шăл тухтăрĕ патне çитнĕ. Кунта çăвар ăшне тĕрĕсленĕ май, 2,5 сантиметрлă çиелтен чĕртернĕ сурана асăрханă.
Хĕр ача амăшĕ суда заявлени çырса панă. Фемида ĕçченĕсем «Социаллă апатлану центрĕн» хĕн курнă çынна 70 пин тенкĕ компенсаци тÿлемелле тесе йышăннă. Унсăр пуçне унăн 35 пин тенкĕ штраф тÿлеме тÿр килĕ.
Юрий СНЕГОПАД.