Урал сасси
+28 °С
Пӗлӗтлӗ
Пăтăрмах
10 Апрелӗн 2025, 07:00

Шкул директорне арестленĕ

Çтерлĕ хулинчи пĕлÿ çурчĕсенчен пĕрин директорне ирĕксĕр хăварма йышăну тунă. Вырăнта пурăнакан 45 çулхи хĕрарăма «взятка илнĕ» уголовлă статьяпа айăплаççĕ тесе пĕлтернĕ Пушкăртстан Республикинчи судсен пĕрлештернĕ пресс-служби.

Шкул директорне арестленĕШкул директорне арестленĕ
Шкул директорне арестленĕ

Следстви ăнлантарса панă тăрăх, шкул директорĕ саккунсăр майпа пĕлÿ çурчĕн футбол вылямалли лапамне тара панине çирĕплетекен килĕшÿсĕр тата хула администрацийĕпе калаçса татăлмасăр тренировкăсем ирттерме усă курма ирĕк панă. Çакăншăн хĕрарăм-ертÿçĕ пысăк виçепе взятка илнĕ.

Ăна 26 талăка арестленĕ, урăхла каласан 2025 çулхи апрель уйăхĕн 30-мĕшĕччен. Хальлĕхе йышăну саккунлă вăя кĕмен-ха.  

Саккуна пăснăшăн хĕрарăма 2-4 миллион тенкĕ таран, е 2-4 çул хушшинчи ĕç укçипе е ытти тупăшпа танлашакан, е взятка виçине 70-90 хут ÿстерсе штраф пама, 10 çулччен пĕр-пĕр должность йышăнассинчен хăтарма, е 7-12 çула ирĕксĕр хăварма пултараççĕ.  

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас