Пур хыпар та
Пăтăрмах
18 Апрелӗн 2025, 12:05

Патшалăх вăрттăнлăхне сарнăшăн пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ

Раççейри федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстан Республикинчи уйрăмĕ ĕнерхи полици ĕçченĕ (1992 çулта çуралнăскер) патшалăх вăрттăнлăхне пĕлме юраман çынсене вăрттăн хыпарсене пĕлтернине тупса палăртнă.

Патшалăх вăрттăнлăхне сарнăшăн пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ
Патшалăх вăрттăнлăхне сарнăшăн пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ

Федераллă хăрушсăрлăх службин ĕçченĕсем оперативлă шырав мероприятийĕсем вăхăтĕнче тĕпчесе çакна уçăмлатнă: 2023 çулта Ĕпхÿ çыннине транспортпа пынă май административлă йĕркене пăснăшăн Раççей ШĔМĕн Ĕпхÿри линейлă управленин патрульпе пост службин ĕçченĕсем тытса чарнă. Йĕркене пăсакан хăй вăхăтĕнче право йĕркине сыхлакан органсенче ĕçлени явап тытассинчен хăтарасса шанса Шалти ĕçчен министерствинче мĕнле ĕçлени çинчен каласа панă. Калаçу вăхăтĕнче вăл патшалăх вăрттăнлăхне пĕлнине тата ăна сарма юраманнине манса патшалăх вăрттăнлăхне уçса паракан хыпарсене пĕлтернĕ. Раççейри федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстан Республикинчи следователĕсем РФ УК 283-мĕш статйин 1 пайĕпе килĕшÿллĕн «Патшалăх вăрттăнлăхне пĕлтернĕшĕн» уголовлă ĕçе тĕпчесе пĕтернĕ. Материала ПР Аслă судне ярса панă. Асăннă статья тăрăх айăпа кĕнĕ çынна 4 çулччен ирĕксĕр хăварма пултарĕç.

Раççейри федераллă хăрушсăрлăх службин Пушкăртстан Республикинчи пресс-служби.

  

Патшалăх вăрттăнлăхне сарнăшăн пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ
Патшалăх вăрттăнлăхне сарнăшăн пуçарнă уголовлă ĕçе тĕпчесе вĕçленĕ
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас