Пур хыпар та
Пăтăрмах
29 Апрелӗн 2025, 10:30

Çуннă çуртра амăшĕпе ывăлĕн ÿчĕсене тупнă

Ермеккей районĕнче тухнă пушарта амăшĕпе ывăлĕ вилнĕ. Рятамак ялĕнчи Коммунистическая урампа вырнаçнă икĕ хваттерлĕ çуртсенчен пĕри паян, çĕрле, çунма тытăннă.

Çуннă çуртра амăшĕпе ывăлĕн ÿчĕсене тупнă
Çуннă çуртра амăшĕпе ывăлĕн ÿчĕсене тупнă

Инкек сиксе тухнă вырăна Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерствин пушар  хуралĕн ĕçченĕсем килсе çитнĕ. Вĕсем 66 тăваткал метр çинче сарăлнă вут-çулăма сÿнтернĕ.  Пушарпа кĕрешнĕ вăхăтра 48 çулхи арçынпа 83 çулхи хĕрарăм ÿчĕсене тупнă.

Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерствин дознавателĕ тата пушар лабораторийĕн эксперчĕ пăтăрмахăн сăлтавне уçăмлатас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ. Çавăн пекех вырăнта следствипе оперативлă ушкăн та тăрăшать.

Çуннă çуртра амăшĕпе ывăлĕн ÿчĕсене тупнă
Çуннă çуртра амăшĕпе ывăлĕн ÿчĕсене тупнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас