Пур хыпар та
Пăтăрмах
15 Майӑн 2025, 15:00

Ача амăшĕ тĕлĕшпе приговор йышăннă

Пушкăртстанри суд Ĕпхÿ районĕнче пурăнакан 37 çулхи хĕрарăм тĕлĕшпе йышăннă  приговора вуласа панă. Хĕрарăма пĕчĕк хĕрне вĕлерме хăтланнăшăн, çул çитмен ачине воспитани парассипе çыхăннă тивĕçне пурнăçламаншăн, мăшкăланăшăн айăпланă.

Ача амăшĕ тĕлĕшпе приговор йышăннă
Ача амăшĕ тĕлĕшпе приговор йышăннă

Судра палăртнă тăрăх, айăпа кĕнĕ çын 2024 çулхи октябрь уйăхĕнчен пуçласа 2025 çулхи январь уйăхĕччен тăтăшах алкоголь шĕвекĕсем ĕçнĕ, виçĕ уйăхри хĕрне пăхман, воспитани паман. Унсăр пуçне анне пулнă хĕрарăм чыссăр пурнăç йĕрки илсе пынă, харкашусем пуçарнă, хăйĕн пепкине пиллĕкмĕш хутран кăларса ывăтасси пирки пĕрре мар каланă.

2025 çулхи январь уйăхĕнче хĕрарăм пепкин питне минтерпе хупланă. Телее, çак самантра ачан кукамăшĕ хваттере килсе кĕнĕ. Вăлах мăнукне пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панă.

Амăшĕн туйăмĕ вăранман хĕрарăм хăйĕн айăпне туллин йышăннă. Хальхи вăхăтра пепке кукамăшĕ патĕнче пурăнать.

Суд айăпа кĕнĕ çынна пĕтĕмĕшле режимлă ĕçпе юсанмалли колонире тăхăр çула ирĕксĕр хăварма йышăннă.  

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас