-19 °С
Пӗлӗтлӗ
ПР Прокуратурин пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, районти культура çурчĕн директорĕ ĕçтешĕсенчен тăтăшах кивçен укçа ыйтнă. Анчах парăмсене тÿлесе татма майĕ пулман. Ертÿçĕ ырă кăмăллă çынсен килĕшĕвĕпе усă курса вĕсен ячĕпе кредитсем илнĕ, кивçен укçана хăйĕн банк счечĕ çине куçарнă, нухратпа хăйне кирлĕ пек усă курнă. Çапла майпа культура çурчĕн директорĕ 25 çынна 12 млн ытла тенкĕлĕх сиен кÿнĕ.
Усал шухăшлă çын хăйĕн айăпне туллин йышăннă, пĕтĕмĕшле парăмран 6 млн тенкине саплаштарнă. Следователь ыйтнипе унăн пурлăхне арестленĕ.