-19 °С
Пӗлӗтлӗ
РФ Следстви комитечĕн тата Шалти ĕçсен министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕсен пресс-службисем пĕлтернĕ тăрăх, май уйăхĕн 16-мĕшĕнче самаях ÿсĕр арçынпа унăн 62 çулхи мăшăрĕ хушшинче харкашу сиксе тухнă. Кил хуçи арăмне мăшăрĕн сиенлĕ йăлисем тарăхтарса çитернĕ. Пĕр самантрах арçын мăшăрне хăвăрт хыпса илекен шĕвекпе сапнă та чĕртнĕ. Вут-çулăм çурта та тивсе илнĕ, сĕрĕм газĕпе усал шухăшлă çыннăн хунямăшĕ наркăмăшланса вилнĕ. Мăшăрĕ ÿт-пĕвне вăйлă пиçĕхтернĕ, халĕ вăл больницăра.
Айăпа кĕнĕ арçынна ярса тытнă, следстви ĕçĕсем ирттернĕ, ăна икĕ уйăха следстви изоляторне хупнă.