Пур хыпар та
Пăтăрмах
21 Майӑн 2025, 13:00

Вăйлă çил çуртсен тăррисене илсе пăрахнă

Пушкăртстанра япăх çанталăк тăрать.

Вăйлă çил çуртсен тăррисене илсе пăрахнă
Вăйлă çил çуртсен тăррисене илсе пăрахнă

Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерствин республикăри тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, вăйлă çил Пелепей районĕнчи Приютово поселокĕнче Мир бульварĕнче вырнаçнă нумай хваттерлĕ çуртăн тăррин пĕр пайне илсе пăрахнă.

Çавăн пекех çил Пишпÿлек районĕнчи Тулубаево ялĕнчи икĕ хваттерлĕ  çуртăн тăррине сăтăр тунă.

Телее, унта та, кунта та вилнисем, суранланнисем пулман.

Вăйлă çил çуртсен тăррисене илсе пăрахнă
Вăйлă çил çуртсен тăррисене илсе пăрахнă
Вăйлă çил çуртсен тăррисене илсе пăрахнă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас