Пушкăртстан прокуратури пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ çулхи май уйăхĕнче Ĕпхÿре пурăнакан 19 çулхи хĕрарăм вăрттăн вырăнтан мефедрон илнĕ, палламан çынсенчен гашиш туяннă. Товара виçсе чĕркеме Коммунистическая урамра хваттер тара илнĕ. Çавăнтах виçĕ хĕр ачана чĕнсе илсе наркотиксем сутнă, тутанма хистенĕ. Çавна пула вун пилĕк çулхи хĕр ача наркăмăшланса вилнĕ.
Наркотик сутакана хирĕç «Наркотик тытăмлă япаласем сутма хăтланнăшăн» тата «Çула çитмен ачасене наркотикпа усă курма хистенĕшĕн, асăрханусăр пулнипе асап тÿснĕ çынна вилĕм патне илсе çитернĕшĕн» уголовлă ĕç пуçарнă. Следстви пынă май çамрăк хĕрарăм хăйĕн айăпĕн пĕр пайне йышăннă. Уголовлă ĕçе хулари Ленин районĕн судне янă.