-19 °С
Пӗлӗтлӗ
Пушкăртстанри прокуратурăра пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулхи март уйăхĕнче каçпа «КиаК7» автомобиль рулĕ умĕнче ларакан 40 çулхи арçын хирĕç çул çине сиксе тухса «Рено Логанпа» çапăннă. Аварире иккĕмĕш иномарка хуçи йывăр суранланнă. Айăплă çын ÿсĕр пулни паллă.
Çавăн пекех автомобилиста икĕ çул транспорт çÿретме чарнă, асăннă вăхăт хушши ун ĕç укçинчен 5% тытса юлĕç. Çавăн пекех унран мораль сиенĕшĕн 350 пин тытса юлнă.
Водитель хăйĕн айăпне йышăнманни те паллă.