-19 °С
Пӗлӗтлӗ
РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри Тĕп управленийĕ пĕлтернĕ тăрăх, вут-çулăм Чăваш Нукасакĕнчи йывăç çурта çур çĕр вăхăтĕнче хыпса илнĕ. «Хĕрлĕ автанпа» Раççейĕн Инкеклĕ лару-тăру министерствин пушар хуралĕн ĕçченĕсем, вырăнти халăх тата хăйсен ирĕкĕпе ĕçе хутшăнакан хастарсем кĕрешнĕ.
Шел пулин те, çуннă çурт ăшĕнче 66 çулхи арçын ÿтне тупнă.
Хальхи вăхăтра РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин дознавателĕ тĕрĕслев ĕçĕсем ирттерет. Пушар пирус туртнă чухне асăрханусăр пулнипе тухма пултарнă. Вырăнта следствипе оперативлă ушкăн ĕçлет.
Авăркас районĕ, Чăваш Нукасак ялĕ.