Пур хыпар та
Пăтăрмах
18 Июнӗн 2025, 19:00

Суккулта çурт çуннă

Пушар хуралĕн ĕçченĕсемпе пĕрлех вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен ĕçченĕсем те кулленех çынсене çулăмпа асăрхануллă пулмаллине ăнлантараççĕ. Апла пулин те пурăнмалли çурт-йĕрти пушарсен шучĕ хушăнсах пырать.

Суккулта çурт çуннă
Суккулта çурт çуннă

Ĕнер, июнь уйăхĕн 17-мĕшĕнче, Ермеккей районĕнчи Суккул ялĕнче çурт çуннă. Вут-çулăм тухнин сăлтавĕ – пирус туртнă чухне асăрханусăр пулни. Телее, никам та суранланман, вилмен.

Пушара Суккул ял хутлăхĕнче хăйсен ирĕкĕпе йĕркеленнĕ пушар команди тата 76№ пушар чаçĕн ĕçченĕсем сÿнтернĕ.   

Ермеккей районĕ, Суккул ялĕ.  

Суккулта çурт çуннă
Суккулта çурт çуннă
Суккулта çурт çуннă
Суккулта çурт çуннă
Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас