Социаллă сетьсенче сарăлнă видео тăрăх, сурăх кĕтĕвĕ улăхра çисе çÿренĕ вăхăтра çанталăк ахăрса кайнă. Выльăхсем çумăрпа аçа-çиçĕмрен пĕччен ÿсекен йывăç айĕнче хÿтлĕх тупасшăн пулнă. Анчах çакă вĕсене вилĕмрен хăтарман.