-17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пăтăрмах паян, июль уйăхĕн 2-мĕшĕнче, ирхи çичĕ сехетре Белорецка каякан çулăн 205-мĕш çухрăмĕнче пулса иртнĕ. Малтан Челябинск облаçĕнче пурăнакан Haval F7 водителĕ хирĕç килекен Iveco çăк туртаракан автомобильпе çапăннă. Ун хыççăн «Хавал» çул çинчех çаврăнса ÿкнĕ, 47 çулхи водителĕн чĕри вырăнтах тапма чарăннă. Унăн мăшăрĕпе икĕ ачине, 8 тата 12 çулта, больницăна илсе çитернĕ.
Çăк туртаракан автомобиль рулĕ умĕнче 48 çулхи водитель пулнă. Хальхи вăхăтра патшалăх автоинспекцийĕ çул-йĕр инкекĕн сăлтавĕсене уçăмлатать.
Юрий СНЕГОПАД.