Урал сасси
+10 °С
Облачно
Пăтăрмах
4 Июля 2025, 08:00

Вăрмансенче темиҫе ҫын аташса кайнӑ

Телее, пурте килĕсене ырă-сывă таврăннă. ПР Инкеклĕ лару-тăру патшалӑх комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер каҫхине Бураево районӗнчи Вострецово ялӗнче ватă арҫын вӑрмана ҫырла татма кайсан ҫухалса кайни пирки хыпар ҫитнӗ. Ҫӗр çырлине юратаканскер киле таврăнмалли çула хӑй тӗллӗн тупма пултарнӑ.

Добавить в предпочтительные источники Google
Вăрмансенче темиҫе ҫын аташса кайнӑВăрмансенче темиҫе ҫын аташса кайнӑ
Вăрмансенче темиҫе ҫын аташса кайнӑ

Иртнӗ эрнере çакăн пек тĕслĕхсем Баймак тата Кармаскалă районĕсенче пулса иртнĕ. Инкеклĕ лару-тăру патшалӑх комитечӗн ҫӑлавҫисем Хасаново ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑма вӑрмантан тухма пулӑшнӑ, Шаймуратово ялӗнче пурăнакан кинеми вара пулăшупа усă курмасăрах килне таврӑннӑ.

Автор:Инга Алексеева