Пур хыпар та
Пăтăрмах
22 Июлӗн 2025, 16:25

Пушкăртстанри пĕр районта водитель ĕнене таптаса кайнă

Килти хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытакансем вĕсен чĕр чунĕсем çулсем çинче хăрушлăх кăларса тăратни çинчен чылай чухне шутламаççĕ. Тен, аса та килмест пулĕ.

Пушкăртстанри пĕр районта водитель ĕнене таптаса кайнă
Пушкăртстанри пĕр районта водитель ĕнене таптаса кайнă

Нумаях пулмасть Кивĕ Субхангул ялĕнче кĕтĕве кайман ĕне урамра çуренĕ чух автомобиль кустăрми айне лекнĕ. Çакăн пирки «Вконтакте» социаллă сетьри хăйĕн страницинче Бурзян район администраци пуçлăхĕ Рамиль Абдуллин пĕлтернĕ. Вăл выльăхсем кĕтĕве ямасăр çулсем çинче çÿресси тăтăшах пулнине тата çак ыйту çивĕч тăнине палăртнă.

«Кĕтÿ кĕтессине районти темиçе ялта çеç йĕркеленĕ. Çак ыйтăва выльăх-чĕрлĕх тытакан кашни хуçа хăй татса памалла. Халь кĕтÿç тупма çăмăлах мар. Çавăнпа та черетпе кĕтÿ кĕтесси е электрокĕтÿçпе усă курасси чи меллĕ май пулса тăрать», - тенĕ район пуçлăхĕ.

Çавăн пекех вăл выльăха мĕнле условисенче тытнишĕн, унăн хăрушсăрлăхĕшĕн (уйрăмах çулсем çинче) хуçа хăй яваплă пулнине асăрхаттарнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор: Юрий Михайлов
Читайте нас