Пур хыпар та
Пăтăрмах
2 Сентябрӗн 2025, 16:30

Республикăра шыва кĕмелли сезонра 43 çын путса вилнĕ

Çав вăхăтрах çулталăк пуçланнăранпа 304 çын пурнăçне çăлса хăварнă, çав шутра 49-шĕ – ача.

Республикăра шыва кĕмелли сезонра 43 çын путса вилнĕ
Республикăра шыва кĕмелли сезонра 43 çын путса вилнĕ

2025 çул пуçламăшĕнчен республикăри шыв объекчĕсенче 60 çын вилнĕ, вĕсенчен 43-шĕ – шыва кĕмелли сезонра. Çакă иртнĕ çулхипе танлаштарсан 12% сахалрах.

Республикăра  пурăнакансен тата унăн хăнисен канăвĕ хăтлă та хăрушсăр пултăр тесе 62 муниципалитет территоринче 202 пляж йĕркеленĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрпа танлаштарсан 28 пляж нумайрах пулнă. Унсăр пуçне 2 пин ытла çăлав щичĕ, шыва кĕме юраманнине чаракан тата асăрхаттаракан 16 пин аншлаг вырнаçтарнă. Çавăн пекех 279 вăхăтлăх хăрушсăрлăх посчĕ тата 50 ытла профилатика рейчĕ йĕркеленĕ, асра тытмалли пĕлÿсенчен тăракан 5,5 пин ытла хут валеçнĕ.

Шыва кĕмелли сезонра шывра путса вилнин сăлтавĕсем çаксем: юраман çĕрте шыва кĕни, ачасене тимлĕхсĕр хăварни, ÿсĕр пуçпа шыва кĕни.   

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас