-20 °С
Пӗлӗтлӗ
Паян, октябрь уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Йăлпăлак – Пишпÿлек çулăн виççĕмĕш çухрăмĕнче «Лада-Приора» автомобиль çул çине тухнă лашана пырса çапăннă. Ун хыççăн машина çаврăнса ÿкнĕ.
Çăмăл автомобиль рулĕ умĕнче 24 çулхи каччă пулнă. Çавăн пекех салонра икĕ пассажир ларса пынă - 17 çулхи хĕр тата яш. Йывăр сурансене пула виççĕшĕн те чĕрисем тапма чарăнă.
Пушкăртстанри патшалăх автоинспекцийĕ çирĕплетнĕ тăрăх, маларах водителе водитель удостоверенийĕсĕр хăварнă пулнă.
Юрий СНЕГОПАД.