Шалти ĕçсен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, хĕрарăм паллашу сайтĕнче Хосе Петер ятлă арçынпа паллашнă. Вăл чикĕ леш енче пурăннине, контрактпа килĕшÿллĕн тухтăр пулса ĕçленине шантарнă. Майĕпен çыру çÿретесси мессенджерсене куçнă. Чикĕ леш енчи çын юрату, Раççее пурăнма куçма тата авланма кăмăл пурри пирки пĕлтернĕ. Темиçе эрнерен арçын контракта пăрахăçлама палăртни, хĕрарăм патне вĕçме тухасси çинчен çырнă. «Документсене» йĕркене кĕртме вăл укçа ыйтнă – налогсем тÿлеме, пурăнма тата вĕçме. Каланине ĕненекен хĕрарăм хăйĕн ылтăн капăрлăхĕсене сутнă, палăртнă счет çине 1,5 миллион тенкĕ куçарнă. Арçын тата укçа-тенкĕ ыйтсан ултав çие тухнă. Хĕрарăмăн укçи пулманнипе савнийĕ ăна мĕнпур мессенджерсенче çырма чарса лартнă.
Мошенничество тĕслĕхĕ пирки уголовлă ĕç пуçарнă.