Пур хыпар та
Пăтăрмах
10 Ноябрӗн 2025, 13:30

100 пин тенкĕлĕх суя права туяннă çамрăка тытса чарнă

Кушнаренково салинче Çул-йĕрпе патруль службин ĕçченĕсем суя праваллă 23 çулхи водителе тытса чарнă. «Форд Фокус» рульне тытса пыракан çамрăк электронлă водитель удостоверенийĕпе усă курнине пĕлтернĕ, ăна тĕрĕслеме тăратнă.

100 пин тенкĕлĕх суя права туяннă çамрăка тытса чарнă
100 пин тенкĕлĕх суя права туяннă çамрăка тытса чарнă

Тĕрĕслев вăхăтĕнче документăн оригиналĕ урăх çыннăн пулни паллă пулнă. Çирĕм виçĕ çулхи çамрăк водитель правине интернет урлă 100 пин тенкĕ тÿлсе илнине пĕлтернĕ. Унăн сăмахĕсем тăрăх, сутăçă документ «таса» пулнине, тĕрĕслевсем иртессине шантарнă.

Çамрăк водитель тĕлĕшпе РФ УК 327 статйипе килĕшÿллĕн уголовлă ĕç пуçарнă. Унăн автомобильне штрафстоянкăна ăсатнă.    

 

Автор: Ирида Матниязова
Читайте нас