Пăтăрмах
8 Апреля , 08:00

Вут-çулăмра икĕ çын пурнăçĕ татăлнă

Çак кунсенче Авăркас тăрăхĕнчи Тукаево салинче пушар тухнă, унта икĕ çын вилнĕ.

Вут-çулăмра икĕ çын пурнăçĕ татăлнăВут-çулăмра икĕ çын пурнăçĕ татăлнă
Вут-çулăмра икĕ çын пурнăçĕ татăлнă

 - Пушар хуралĕн ĕçченĕсем килсе çитнĕ çĕре 7х7 метрлă йывăç çурта çулăм ярса илнĕ. Шел пулин те, «хĕрлĕ автана» сÿнтернĕ тата конструкцие сÿтнĕ хыççăн икĕ ÿт тупнă: 62 çулхи арçын, тепри хальлĕхе кам пулни паллă мар, - тенĕ РФ Инкеклĕ лару-тăру министерствин Пушкăртстанри уйрăмĕн Тĕп управленийĕнче.

Халĕ пушар тухнин сăлтавĕсене тĕпчеççĕ. 

Автор:Ирида Матниязова
Читайте нас