Пăтăрмах
10 Апреля , 14:20

Пушкăртстанри районта вăйлă çил шкул тăррин пĕр пайне сÿсе пăрахнă

Паян, апрель уйăхĕн 10-мĕшĕнче, республикăра çил вăйлăланнине сăнама пулнă. Унăн хăвачĕ вырăн-вырăнпа  çеккунтра 22 метра çитнĕ. Ыран вăл   çеккунтра 17 метрпа танлашмалла, пăрлак пулмалла, республикăн çурçĕр районĕсенче çумăрпа юр хутăш çумалла.

Пушкăртстанри районта вăйлă çил шкул тăррин пĕр пайне сÿсе пăрахнăПушкăртстанри районта вăйлă çил шкул тăррин пĕр пайне сÿсе пăрахнă
Пушкăртстанри районта вăйлă çил шкул тăррин пĕр пайне сÿсе пăрахнă

Пушкăртстанри Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитетне Благовар районĕнчи Тури Каргалă (Верхние Каргалы) ялĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулăн тăррин пĕр пайне çил сÿсе пăрахни çинче хыпар çитнĕ. Телее, пĕлÿ çуртĕнче çак вăхăтра вĕренекенсем пулман, вĕсем дистанци мелĕпе вĕреннĕ.

Çанталăк пăтăрмахне пула çил шкул тăрринчи 100 тăваткал метр шăвăçа сÿсе пăрахнă. Суранланнисем пулман.

Сăмах май, Ĕпхÿре те паян çил вăйлă алхаснине палăртаççĕ. Çавна пула нумай хутлă пÿрт тăррин пĕр пайĕ татăлса аннă, Киров урамĕнче хÿме ÿкнĕ тата баннера сÿсе пăрахнă.

Юрий СНЕГОПАД.

Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас