+25 °С
Облачно


Раççейри Шалти ĕçсен министерствин Нефтекамск хулинчи уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх, арçын ача амăшĕ пĕр минута тимлĕхне çухатнă вăхăтра чÿрече янахĕ çине хăпарнă, москитка сечĕ çине таяннă май тăваттăмĕш хутран тухса ÿкнĕ.
Пепкене тĕп хула больницине илсе çитернĕ, сывлăхĕ начар пулнипе ăна реанимаци уйрăмне вырнаçтарнă.
Ведомствăн кăтартăвĕсемпе килĕшÿллĕн, кăçал Нефтекамск хулинче çакăн йышши икĕ тĕслĕхе шута илнĕ. 2025 çулта çÿллĕшрен персе ÿкессипе çыхăннă виçĕ инкек пулса иртнĕ, пĕри вилĕмпе вĕçленнĕ.