Урал сасси
+21 °С
Облачно
Пăтăрмах
8 Августа , 16:00

Икĕ автомобиль çапăннă хыççăн салонори çынсем хĕсĕнсе ларнă

Çавна пулах инкеке лекнисене çăлавçăсен пулăшăвĕ кирлĕ пулса тухнă.

Икĕ автомобиль çапăннă хыççăн салонори çынсем хĕсĕнсе ларнăИкĕ автомобиль çапăннă хыççăн салонори çынсем хĕсĕнсе ларнă
Икĕ автомобиль çапăннă хыççăн салонори çынсем хĕсĕнсе ларнă

Регионти Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕн Кумертау хулинчи  çăлавçисем авари пулса иртнĕ вырăна пырса çитнĕ. Ведомство пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, Nissan Almerапа Hyundai Accent пĕр-пĕринпе çапăннă хыççăн çынсем асап курнă. Патшалăх комитечĕн специалисчĕсем автомобильсен салонĕсенче хĕсĕнсе ларнă водительсене ирĕке кăларнă. Ун хыççăн васкавлă медицина пулăшу ĕçченĕсен аллине панă. Çавăн пекех çăлавçăсем хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса аккумулятор батарейине те сÿнтернĕ.

Инкеклĕ лару-тăру патшалăх комитечĕ çул çинче водительсене хăвăртлăх йĕркине тата çул-йĕр правилисене пăхăнма ыйтать. Асăрхануллă пулăр. Инкеке лекнĕ хушăра 112 номерпе шăнкăравлăр.

Юрий СНЕГОПАД.

Икĕ автомобиль çапăннă хыççăн салонори çынсем хĕсĕнсе ларнă
Икĕ автомобиль çапăннă хыççăн салонори çынсем хĕсĕнсе ларнă
Икĕ автомобиль çапăннă хыççăн салонори çынсем хĕсĕнсе ларнă
Автор:Юрий Михайлов
Читайте нас