+11 °С
Облачно


Республикăри патшалăх автоинспекцийĕ пĕлтернĕ тăрăх, Mercedes-Benz рульне тытса пыракан 29 çулхи водитель çул кукринче автомобиле тытса чараймасăр Kia Soul иномаркăна пырса çапăннă. Вăйлă çапăннă пирки икĕ çăмăл машина та кювета чăмнă.
Иккĕмĕш автомобилĕн салонĕнче ачасем пулнă. Водитель тата унăн çул çитмен виçĕ пассажирĕ тĕрлĕ сурансем туяннă. Инкек куракансене машинăран кăларнă, больницăна илсе çитернĕ. Ачасем хăйсене мĕнле туйни çинчен хыпар çук.
Авари тĕлĕшĕпе тĕрĕслев пуçарнă.