

Пушкăртстанри пĕрлешÿллĕ судсен пресс-служби пĕлтернĕ тăрăх, 2024 çулта тухтăр урăх хула çыннине ĕçе çÿреме юраманнине çирĕплетекен хута хатĕрлесе панă. Арçын нимĕнле чирпе те чирлемен, медицина тĕрĕслевне те иртмен, тухтăр патне йышăнăва та килмен. Çапла майпа вăл ĕçлемесĕрех укçа-тенкĕ пособийĕ илсе тăнă. Кирлĕ хута туса панăшăн Гиппократ тупине тунă шур халатла çын 15 пин укçа илнĕ.
Суд медицина ĕçченне 500 пин тенкĕ штраф тÿлемелле тесе йышăннă. Çавăн пекех ăна икĕ çуллăха больница листисем хатĕрлеме тата çын ĕçлеме пултарайманнине çирĕплетекен экспертизăсем ирттерме чарнă. Взятка илнĕ 15 пин тенке патшалăх хыснине куçарса памалла тунă.
Юрий СНЕГОПАД.