«Чăн-чăн туйăмсене, шанăçа тата парăнулăха нимĕнле йывăрлăх та хăрушă мар! Юрату ялан çĕнтерет! Эпир пĕтĕм чун-чĕререн Олесьăпа Владимира саламлатпăр, телейпе çĕнĕ çĕнтерÿсем сунатпăр! Унсăр пуçне Пушкăртстан Республики нумай сасă паракан регионсенчен пĕри пулса тăнă. Шăпах çавăнпа «Родники» конкурсăн команди чăн малтан пирĕн республикăна гастроле килĕ. Çакă çывăх вăхăтра пулса иртĕ», - тесе çырнă Евгений Волков.
«Родники» проект – музыкантсемшĕн, поэтсемпе композиторсемшĕн, пĕччен тата ушкăнпа юрлакансемшĕн, профессионалсемпе юрлама кăмăллакансемшĕн, юрă-кĕвĕ çыракансемшĕн уçă пултарулăх лапамĕ. Вăл хăвпа тата конкурс шайĕнче тĕнчене çĕнĕ юрăсемпе паллаштарма май парать.
Проектăн девизĕ: «Енчен те çăлкуçсем шăнкăртатсан, Раççей чĕри те тапĕ» («Если будут звенеть родники, будет биться и сердце России»). Çак сăмахсене проект идеологĕ тата илемлĕх ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ Олег Газманов каланă.