+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пултарулăх ăмăртăвĕ çулталăк ытла пычĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – хальхи чăваш литературине тата пысăк калăпăшлă хайлавсене аталантарасси.
Конкурса тăратнă ĕçсемпе жюри членĕсем тимлĕ паллашрĕç. Вĕсен пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, Федоровка тăрăхĕнчи Аркадий Русаков çыравçăн «Турхан сăмахĕ» ал çырăвĕ мала тухрĕ. Çитес çул вăл Чăваш кĕнеке издательствинче уйрăм кĕнекен тухĕ.
Аркадий Никандровича чун-чĕререн саламлатпăр, малалла та тухăçлă ĕçлеме вăй-хал, хавхалану сунатпăр!
Ольга ФЕДОРОВА.
Шупашкар хули.