Вулакансем Фатих Каримăн пултарулăх еткерĕпе мăнаçланаççĕ, унăн сăвви-поэмисенчен малашлăх валли вăй-хал тата шанчăк илеççĕ. Çакă çĕршыва хăйĕн ирĕкĕшĕн кĕрешме, пурне те çĕнтерÿшĕн пĕрлешме тÿр килнĕ паянхи вăхăтшăн уйрăмах пĕлтерĕшлĕ.
Фатих Карим çуралса ÿснĕ Аитово ялĕнче кашни пилĕк çулта пĕрре юбилейлă мероприятисем ирттереççĕ. Çак тĕлпулусене çыравçăсемпе журналистсем, патшалăх тата общество деятелĕсем, поэтăн пурнăçĕпе пултарулăхне тĕпчекенсем пуçтарăнаççĕ. Мероприяти вăхăтĕнче кăвар чĕреллĕ сăвăçа аса илсе унăн еткерĕн малашлăхĕ пирки калаçаççĕ, культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕсемпе унăн ятне ĕмĕрех асра хăварас ĕçре палăрнă çынсене Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕпе чыслаççĕ.
Кăçал Фатих Карим ячĕллĕ литература премине Раиль Едиханова, Райса Хафизована тата эпир пурте лайăх пĕлекен Лидия Шурçăл поэтессăна парса чысланă. Лидия Александровна çак ята илме чăннипех те тивĕçлĕ.Вăл Фатих Каримăн сахал мар сăввине тутарларан чăвашлана куçарнă, хăй ĕçленĕ вăхăтра вĕсемпе усă курса мероприятисем те ирттернĕ.
Лидия Александровна, сире сумлă наградăна илнĕ ятпа чунтан саламлатпăр. Пултарулăх анинче малашне те ăнăçлă ĕçлеме çирĕп сывлăх, вăрăм кун-çул тата хавхалануллă кăмăл сунатпăр.
Надежда АЛЕКСЕЕВА.