Пур хыпар та
Пултарулăх çынни
19 Кӑрлач , 11:00

Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет

Чылайăшĕ чăтăмсăррăн çуллана кĕтеççĕ. Ермеккей районĕнчи Эрехĕрри ялĕнче пурăнакан Александр Ильин вара ытларах хĕле кăмăллать. Шăпах çак вăхăтра нумай çул тăршшĕ ялти ăста юртан тĕрлĕ скульптурăсем ăсталать.

Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет
Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет

Александр кĕлеткесене юратса та парăнса тăвать. Юр скульпторĕн ĕçĕсен пуххи калама çук пысăк. Паллах,  çак искусство произведенийĕсене рамкăна лартма çук, вĕсем музей экспоначĕсем те пулаймаççĕ. Анчах та вĕсене кашнине сăн ÿкерчĕк туса пулать. Кунта виçĕ пуçлă аçтахасем те, «Бремен музыканчĕсем» халап  геройĕсем те, çулталăк паллисем те, Хĕл Мучипе Юр пике те пур. Пĕррехинче Александр Ильин юр кĕлеткисене Ря юхан шыв хĕрринчех ăсталанă. Вĕсен хушшинчи  Юр кĕлетки те пулнă, вăл хаваспах çырмаран пулă тытнă.

Юлашки çулсенче А. Ильин пултарулăхĕнче партиотизм теми вырăн тупнă. 2024  çулта халăх ăсти тулли калăпăшпа  тĕлĕнмелле Т-34 танк, Граждан вăрçин паттăрĕн Василий Чапаевăн бюстне çыпăçтарнă. 2025 çулта Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ тĕлне Александр Михайлович хăй кĕлеткипе ачапа хĕрарăма хуплакан салтакран тăракан композици ăсталанă. Унта «Çĕнтерÿ пирĕнте пулĕ!» тесе çырни те пулнă. Автор çак ĕçе ятарлă çар операцине хутшăннисене халалланă.

Кăçал Александр Ильин Çĕнĕ çулхи юмахри персонажсене сăнланă. Хăйĕн çурчĕ умĕнчи лапамра Хĕл Мучипе Юр пике илем кÿреççĕ. Çакăнтах çулталăк палли – вутлă хĕрлĕ лаша вырнаçнă. Çĕнĕ çулхи кăмăла  анлă сарăлнă фильм  геройĕ, ачасем кăмăллакан Чебурашка çĕклет.

Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет
Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет
Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет
Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет
Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет
Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет
Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет
Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет
Çĕнĕ çулхи кăмăла Чебурашка çĕклет
Автор: Инга Алексеева
Читайте нас