Федор Иванович – чăн-чăн ăста купăсçă. Ушкăнри пĕртен-пĕр арçын январь уйăхĕнче хăйĕн çуралнă кунне паллă тунă. Паллах, паллă кунпа ĕçтешĕсем те, пĕр ял çыннисем те чунтан саламланă. Косяковка ялĕнче пурăнакан пултаруллă ал ĕç ăсти Галина Славченкова Федор Павлов валли илемлĕ вырăс халăх кĕпи çĕлесе панă. Кĕтмен парнесем çакăнпа кăна вĕçленмен: Ирина Петрова кĕпе çийĕнчен çыхмалли пиçиххи парнеленĕ. Ăна та Ирина Семеновна хăйĕн аллипе ăсталанă. «Селяночка» ушкăн пайташĕсем аккомпаниатора саламласа юрă-кĕвĕ шăрантарнă. Çакă купăсçăн ĕçне хисепленине, юратнине пĕлтерет.
Çтерлĕ районĕ, Косяковка ялĕ.