

Вăл çар коптерĕсен пульчĕсемпе питĕ лайăх ĕçлеме хăнăхса çитнĕ. Хăюллă каччă пĕлтернĕ тăрăх, çар çыннисем кунсерен тăшманăн пилотсăр вĕçекен 10-15 аппаратне тĕп тăваççĕ.
«Башкир» хушма ятлă салтакăн историйĕпе Балтач район администрацийĕн пуçлăхĕ Ильгиз Субушев паллаштарнă. Çамрăк çын ятарлă çар операцине кайиччен тракторист-машинист профессине алла илнĕ. 2023 çулта каччă салтак аттине тăхăннă. Шăпах çарта вăл РФ Хÿтĕлев министерствипе контракт алă пуснă, Тăван çĕршыва малти линире хÿтĕлеме тухса кайнă.
Ильгиз Субушев палăртнă тăрăх, ашшĕнчен тĕслĕх илни качча тĕрĕс йышăну тума хистенĕ. Хăй вăхăтĕнче вăл Афганистанра интернационаллă парăма пурнăçланă.
Дронсен операторĕ тăтăшах хăйĕн хăнăхăвĕсене аталантарать, БПЛА операторĕсен хушма курсĕсене иртет. Хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнăшăн «Башкир» салтака Жуков орденĕпе, «Паттăрлăхшăн» тата «Ятарлă çар операцине хутшăнакан» медальсемпе наградăланă.